Вăхăтлăх салтакран хăтараççĕ
Чӑваш Енри айтишниксем ҫар ретне тӑмӗҫ. Хӗсмете каяссинчен 67 яша хӑтарӗҫ. Куракансене аса илтеретпĕр, çӗршыв Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе IT-специалистсене вăхăтлă ҫара илмелле мар тесе йышӑннӑччӗ. Хĕсмете каяссине каярах хăвармалла тесе ҫӗршыври 8 000 ытла ҫамрӑк çурхи призыв вăхăтĕнче заявка панӑ. Вӗсенчен 7695-шĕн салтак атти тăхăнмалла мар тесе палăртнă. Сăмах май, хĕсметре тăмалли вăхăта тăсмаллин списокне лекнӗ ҫамрӑксен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йышӑнӑва призыв комиссийӗ тӑвать. Çамрӑк IT-специалистсене ҫартан хăтарни – професси кадрӗсене сыхлама тата информаци технологийӗсен отрасльне ҫӗнӗ специалистсем явӑҫтарма пулӑшакан патшалӑхăн пӗр енĕ кӑна. Çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енри 67 каччă тĕлĕшпе салтак юрри юрламалла мар тесе палăртнă. Кӗрхи призыва лекекен çамрăк çынсенчен вара заявкăсене утă уйӑхӗнчен йышăнма пуçларĕç. Списока лекнӗ специалистсен повестка илнĕ хыççăн военкомата паспорт, ҫар учечӗн докуменчӗсем, пур пулсан водитель удостоверенийӗ, специальнăҫ енӗпе аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом, 2021-мĕш ҫулхи ака уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи ака уйăхĕн 1-мӗшӗччен аккредитациленӗ IT-организацинче ӗҫленине ĕнентерекен справка илсе пымалла